Константин Иванов "НАРСПИ" (ПОЛНЫЙ ТЕКСТ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ)

просмотров: 45958

НАРСПИ

 

СИЛПИ ЯЛĔНЧЕ

 

Пуш уйăхăн вĕçĕнче

Хĕвел пăхрĕ ăшăтса,

Силпи чăваш ялĕнче

Юр ирĕлчĕ васкаса.

Тусем, сăртсем хуп-хура

Юрĕ кайса пĕтнĕрен,

Тухать курăк çăп-çăра

Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Сивĕ, хаяр хĕл иртет,

Каять йĕрсе, хурланса,

Сивĕ куççулĕпе йĕрет

Иртнĕ куншăн хуйхăрса.

Путăксемпе, варсемпе

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет.

Анчах мĕнле йĕрсен те,

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара.

Ачи-пăчи выляса

Чупса çӳрет урамра.

 

Килчĕ ырă çуркунне,

Килчĕ, ячĕ ăшăтса.

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

Ешĕл тумтир тăхăнать,

Çеçен хир те ешерет,

Илемĕпе мухтанать.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен

Ырă шăрши сарăлать,

Пур çĕрте те кайăксен

Лайăх юрри янăрать.

Çӳлте, пĕлĕт айĕнче,

Тăри юрри илтĕнет,

Çемçе курăк çийĕнче

Путек-сурăх сиккелет.

Хăй кĕтĕвĕ патĕнче

Ача шăхличĕ калать,

Хырăмĕ пит выçнипе

Силпи ялнелле пăхать.

 

Силпи ялĕ — пуян ял,

Ларать вăрман ăшĕнче.

Кантур пекех çурчĕсем

Ват йăмрасем айĕнче.

Ялĕ тавра укăлча,

Çĕнĕ çатан укăлча.

Кив капанлă анкарти,

Тĕрлĕ çимĕçлĕ пахча.

Аслă урам тăршшĕпе

Хăма витнĕ çурчĕсем;

Урам икĕ айккипе

Ем-ешĕлех сачĕсем.

Çуртсем тавра кил карти

Чул хӳме пек çавăрнă;

Сарă хапха килсерен

Чĕнтĕрленĕ тăрăллă.

Силпи ялĕ — аслă ял,

Хула тейĕн инçетрен.

Ахăр, кунти чăвашсен

Мулĕ пур-тăр çав вĕсен.

 

Çырма юхать кĕрлесе

Аслă ялăн çумĕпе,

Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе

Вылять унăн шывĕпе.

Тăрă шывăн ăшĕнче

Кăвак пĕлĕт явăнать,

Ватă йăмра тайăлса

Тĕсне пăхса савăнать.

Акă кĕпер çийĕнче

Старик ларать вăлтапа:

Йăпăрт-япăрт пуллине

Улталасшăн ăманпа.

Ав ачасем çӳл енче

Шывра ишсе çӳреççĕ,

Пулă тытан ваттине

Хирĕçтерме пĕлеççĕ.

Акă пĕр çын кĕперпе

Каçса пырать çырмана.

Çырма урлă каçрĕ те

Кĕрсе кайрĕ вăрмана.

 

Çăтмах пекех туйăнать

Силпи чăваш ялĕнче,

Вăхăт иртни сисĕнмест

Савăнăçлă кунсенче.

Кайăк юрри, çын сасси

Ян-ян ярать таврана,

Çуркуннехи хавас юрă

Килсе кĕрет хăлхана.

Урам тăрăх çыннисем

Улпут пекех утаççĕ.

Пӳрт хыçĕнче шавласа

Ачи-пăчисем выляççĕ.

Нар пек хитре хĕрĕсем

Акăшсем пек утаççĕ,

Чăнкăр-чăнкăр тенкисем

Йăлтăртатса пыраççĕ.

Çĕр çĕмĕрсе каччăсем

Ташлать хапха умĕнче.

Пурăнăçсем, ах, аван

Аслă Силпи ялĕнче!

 

Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемрен:

Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.

Анчах вăйлă этем те

Хăй тĕнчине пăхăнать.

Укçапала эрехех

Çынна ăсран кăларать.

Аслă Калăм эрнинче

Мĕнле чăваш ĕçмен-ши?!

Тарăн нӳхреп ăшĕнче

Мĕн чул сăра пĕтмен-ши?!

Ĕçнĕ те çав, çинĕ те,

Йĕркипеле сикнĕ те;

Унсăр пуçне еплелле

Тăвас тетен праçнике?

Кун иртнĕçем урамра

Ӳсĕр çынсем нумайрах,

Каç пулнăçем вăрмана

Сасă каять хытăрах.

 

Ĕçе-ĕçе, каçалла

Ӳсĕр чăваш ывăнать,

Çуркуннехи пылчăк та

Канма çемçе туйăнать.

Выртать чăваш улпут пек,

Шухăшламасть ăçтине,

Пĕтĕм урам тăршшĕне

Кăшкăрать хăй юррине:

«Нумай ĕçле, нумай çи,

Хытă тарла, хытă ĕç!

Эрех тесен ĕç çынни

Нихăшĕ те тиркемест.

Вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр,

Вăхăчĕпе ĕçĕпĕр.

Килте ĕçме пулмасан

Кӳршĕ патне кĕрĕпĕр.

Кӳршĕн ĕçме пулмасан

Уйранне те ĕçĕпĕр.

Уйранĕ те пулмасан

Турă парасса кĕтĕпĕр».

 

Калăм иртет, юр пĕтет,

Çурхи суха та çитет;

Чăваш часах урăлмасть,

Мухмăр иртсе каяймасть.

Ĕнтĕ ӳсĕр чăвашсем,

Урăр çине тăрăр-ха!

Ем-ешĕлех çӳл тусем,

Шыв та чакнă çырмара.

Эй, пиччесем, тăрăр-ха,

Урлă-пирлĕ пăхăр-ха:

Ака пуçне тӳрлетес,

Урапана тирпейлес.

Сивĕ шывпа çăвăнсам,

Питне-куçна тĕс кĕтĕр;

Авантарах апатлан,

Ака тума вăй кĕтĕр.

Кӳлес ĕнтĕ лашана,

Тухса каяс акана.

Эй Турăçăм, сывлăх пар,

Акнă тыррăма ăнтар!

 

ÇИМĔК КАÇĔ

 

Шăнкăртатса шыв юхать

Çӳллĕ валак пуçĕнче,

Кĕмĕл пекех ялтăрать

Шывĕ хĕвел çутинче.

Кĕмĕл мерчен тухьяпа

Сарă хĕрĕ шыв ăсать,

Сарă каччă калаçса

Хăй лашине шăварать.

Çӳллĕ йăмра ăшĕнче

Кайăк юрлать юррине,

Лаши ĕçсе тăнăçем

Каччă калать сăмахне:

«Çаплах вара, Нарспиçĕм,

Çук-ши манăн ăрăскал?

Çаплах сана ют çĕре

Илсе кайĕ-шим усал?

Ах, телейĕм çук-тăр çав,

Аçу-аннӳ пит пуян!

Хăйсен пуянлăхĕпе

Пăрăнаççĕ çук çынран».

 

«Ан ӳпкелешсем, Сетнер,

Мĕншĕн çынна ӳпкелес?

Ăçта тарса каяс-ха

Пуян атте-аннерен?

Атте-анне ухмах çав,

Мĕн каласа кăнтарас?

Мĕн тăвар-ха, кала-ха,

Мĕнле пирĕн май тупас?

Хĕвел ансан, каç пулсан,

Паян туя лартаççĕ,

Хушăлкари пуянпа

Манăн туя пуçлаççё.

Тăшман ытла хаяр тет,

Епле унтан хăтăлас?

Сетнер, Сетнер, кала-ха,

Ăçта каяс, мĕн тăвас?

Сана тем пек юратса,

Савса эпĕ пурăнтăм.

Анчах çапах çак куна

Çамрăк пуçăмпа куртăм».

 

«Пĕртен-пĕрех пуçăм пур,

Вĕри юнлă чĕрем пур,

Ватă карчăк аннем пур,

Урхамах пек утăм пур,

Вĕсенчен те хаклăрах

Чунăм савни эсĕ пур,

Анчах сана та паян

Туртса илен тăшман пур,

Вăл тăшмана пĕтерме

Икĕ вăйлă аллăм пур,

Анчах, ăна пĕтерсен,

Унран усал тĕнче пур.

Хăвăн кăмăлу пулсан

Лашам çине лартăттăм,

Аяккаллах ку ялтан

Вĕçĕттĕм те кайăттăм».

— Сетнер, таврăн хăвăртрах,

Шыва анать пĕр арăм...

Чун савнипе калаçса

Уйрăлассăн туймарăм.

 

«Сывă пул эппин, Нарспи,

Ан ман эппин мĕскĕне!»

Лаши сикрĕ, ыткăнчĕ,

Вĕçсе кайрĕ килнелле.

Нарспи ăна хурланса

Пăхса юлчĕ хыçĕнчен,

Хускалмарĕ вырăнтан

Савни куçран кайиччен:

«Сывă пулах, сывă пул!

Епле сана манăп-ши?

Санпа пĕрле пулмасан

Епле ютра пулăп-ши?»

— Мĕншĕн, Нарспи, хуйхăран?

Каччу ытла ватă-им?

Парнӳ ытла сахал-им?

— Терĕ арăм çитрĕ те.

Нарспи шывне ăсрĕ те

Килне утрĕ хуйхăрса,

Килне çитрĕ, йĕрсе ячĕ

Сетнерĕшĕн хурланса.

 

Пӳртре ватă карчăкĕ

Вăрçса çӳрет ахалех.

Сиплет тулта Михетер

Туй кӳмине пĕчченех.

Ĕçлет ватă пуçĕпе,

Пурттипеле каскалать.

Савнă хĕршĕн тăрăшса

Пичĕ тăрăх тар юхать:

«Мĕн кĕçĕнрен ӳстертĕм

Çак тарана çитерме,

Ĕнтĕ паян юлашки

Ĕçĕм пултăр хĕрĕме.

Усрĕ çитрĕ, пулчĕ хĕр —

Пуян упăшка кирлĕ,

Упăшкине тупрăмăр —

Кӳми лайăхрах кирлĕ.

Çитрĕ ĕнтĕ Çимĕк те,

Хĕрĕн туйне тумалла.

Тантăшăмсем пухăнсан

Кĕçĕр туйне лартмалла».

 

Михетерĕн килĕнче

Сăра пичĕки кусать,

Ялти тантăш-тăвансен

Пырĕ тĕпĕ ярăнать.

Икĕ пысăк кăмака

Тĕрлĕ апат пăсланать,

Ялти тантăш-тăвансен

Тута-çăвар çуланать.

Хура пӳртре шăпăрçă

Ларать шăпăр тӳрлетсе,

Ялти çамрăк каччăсен

Ури каять çĕкленсе.

Туйăн хăватне кĕтсе

Пурте вĕçсе çӳреççĕ,

Килти пĕр чун хуйхине

Пĕртте вĕсем сисмеççĕ.

Нарспи ларать лаççинче

Икерчĕсем çуласа,

Çураçнине асăнса,

Ларать мĕскĕн хуйхăрса:

 

— Çичĕ ютран килчĕ ют

Атте килне хăтана.

Сарă хĕре çураçать

Çичĕ ютри пуяна.

Атте-анне, ан васкăр,

Тата пĕр çул тăрăр-ха,

Пĕртен-пĕрех хĕрĕре

Тата пĕр çул усрăр-ха.

Атте-анне ӳсĕрпе

Хĕрне итлес темерĕ,

Каччи пуян тенипе

Хĕрĕн чунне пĕлмерĕ. —

Ватă чун та хытнă чун,

Хытса кайнă кĕççе çав.

Çамрăк чун та пĕчĕк чун,

Чунĕ ытла çемçе çав.

Кайăк чунĕ пулсассăн

Йĕрĕччĕ те кулĕччĕ;

Çуначĕсем пулсассăн

Вĕçĕччĕ те кайĕччĕ.

 

Хĕвел анчĕ хĕрелсе

Хура вăрман хыçнелле.

Кĕтӳ анчĕ кĕрлесе

Аслă Силпи ялнелле.

Ав унта хитре хĕрсем

Ĕни хыççăн чупаççĕ,

Чее маттур каччисем

Вĕсем хыççăн юлмаççĕ.

Акă пĕр этем чупать,

Ула ĕни мĕкĕрет,

Сĕмсĕр сысни çухăрать,

Пĕтĕм яла çĕмĕрет,

Кĕтӳ хыççăн урампа

Хура тусан хăпарать.

Акă тусан ăшĕнче

Карчăк аран çеç утать.

Хăй вăл хăрах аллипе

Йăтнă сăра чĕресси:

Ай-хай, хĕн пек çĕклесси,

Ай-хай, çăмăл ĕçесси!

 

Пирĕн ватă Михетер

Тантăшсене йыхăрать;

Унăн ватă карчăкки

Сăра йăтнă, уттарать.

Тантăш патне кĕрет те

Уçать сăра чĕресне.

Туя пыма йыхăрса

Ĕçтерет туй сăрине:

— Ырă тантăш-тăвансем!

Пире хисеп тумăр-ши?

Хĕре качча паратпăр,

Турикаса утмăр-ши?

— Пырăпăрах, пырăпăр,

Пымасăрах юлмăпăр!

Турă пӳрсен, сывă пулсан,

Кăмăлăра татмăпăр! —

Карчăк яла ĕретлет,

Тĕттĕм те пулса çитет;

Карчăк çӳрет килĕнче,

Çăкăр-тăвар хатĕрлет.

 

— Ыра тантăш-тăвансем,

Турикаса уттарар!

Перекетлĕ сăрана

Ĕçе-ĕçе туй лартар!

Пирĕн тăван хĕр парать,

Пире унта йыхăрать,

Хăйĕн савнă хĕрĕшĕн

Урăм-сурăм туй пуçлать.

Туйне-çуйне пуçличчен

Авал чăваш йăлипе

Ваттисене асăнса

Тăкар çăкăр-тăварне:

«Ват аттесем, аннесем,

Ырă курăр çăтмахра,

Пирĕн çăкăр-тăварсем

Пулччăр сирĕн умăрта.

Пирĕн савнă Нарспие

Парăр ырă пурăнăç,

Парăр унăн телейне

Ырăлăхпа савăнăç!»

 

Ваттисене асăнчĕç

Авалхисен йĕркипе,

Унтан туя пуçлама

Кĕчĕç шурă кĕлете.

Курка тулли сăрипе

Ашшĕ-амăш пехиллет,

Ашшĕ-амăш умĕнче

Хĕрĕ хурланса йĕрет.

— Нарспи, хĕрĕм, пил сана!

Упăшкуна ан пăрах,

Аван пурăн унпала,

Тату пулăр яланах.

Итле ăна, йăваш пул,

Усал çынпа ан çыхлан,

Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,

Кирлĕ марпа ан хăтлан! —

Атте-анне ӳкётлет

Хĕр куççульне юхтарса.

Шăпăр сасси чăйлатать,

Туя ячĕç пуçласа.

 

Силпи ялĕ харлатса

Вилнĕ çын пек çывăрать.

Тĕнче лăпкине курса

Çӳлте уйăх савăнать.

Кĕрсе пĕтнĕ вăйăран

Сарă хĕрсем, каччăсем.

Туй халăхĕ çывăрать,

Çывăраççĕ хуçисем.

Ашă сывлăш сивĕнет,

Сасă-чĕвĕ илтĕнмест;

Пĕр йытă çеç вĕркелет,

Çăвар карма ӳркенмест.

Автан çур çĕр авăтать,

Ларнă çĕрте çывăрать.

Хуллен-хуллен уйăх та

Вăрман хыçне пытанать.

Ырă тутлă ыйхăпа

Чăваш çынни çывăрать.

Пĕр чунăн çеç хуйхăпа

Çав каç чĕри çурăлать.

 

ТУЙ

 

Хĕвел тухнă-тухманах

Тĕтĕм кайрĕ ял çинче.

Куçне уçнă-уçманах

Чăваш ларать мунчинче.

Çимĕк кунĕ йăлипе

Çынсем мунча кĕреççĕ,

Çимĕк курăкĕпеле

Çан-çурăмне хĕртеççĕ.

(Ват аттесем, аннесем

Çапла хушса хăварнă.)

Çапла паян чăвашсем

Мунча кĕрсе тасалнă.

Çĕнĕ кĕпе-йĕмпеле

Тухрĕç вĕсем урама,

Тухрĕç вĕсем ерипе,

Утрĕç ирех туй курма.

— Акă туй та акă туй,

Пирĕн туйсем çаплалла! —

Турикасри туй сасси

Янăратать çур яла.

 

Михетерĕн кил-çурчĕ

Аякранах курăнать.

Урам енчи хапхаран

Çын кĕрет те çын тухать.

Пӳрт умĕнче çын нумай,

Килнĕ вĕсем туй курма.

Ваттисем те сахал мар:

Килнĕ вĕсем сăра ĕçме.

Ярăнтарса, явăнса

Шăпăр кĕвви ташлатать.

Ырă хуçа хушнипе

Туй халăхĕ туй тăвать.

Туй халăхĕ туй туса

Ывăнать те савăнать.

Шăпăр сасси чарăнсан

Туй юррийĕ пуçланать:

«Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Шăппăн-шăппăн лармашкăн

Шăпчăк чĕппи мар эпир!»

 

Анчах шăпăр хăлăхсăр:

Татах ташлама чĕнет,

Кĕрĕс-кĕрĕс ташласа,

Пӳрт урайĕ силленет.

Ырă хăнасем тĕпелте

Ĕçсе-çисе савăнаççĕ,

Хĕрĕпеле каччине

Ырă кунсем сунаççĕ:

«Сывă пулччăр, пур пулччăр,

Ача-пăчаллă пулччăр;

Ырă-тату пурăнччăр,

Усал сăмах ан илтчĕр.

Ĕçер-çиер, тăвансем,

Ĕмĕр пĕрле пурăнар!

Хĕрпе качча юратса

Атьăр шепрех туй тăвар!»

Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,

Епле ташлать ват хуçа!

Хĕрĕн туйин савнăçĕ

Çĕклет иккен ват пуçа!

Маттур пуса каччисем

Вăйран тухса сикеççĕ,

Вĕсен хыççăн хĕрĕсем

Такмакĕпе сĕтеççё.

 

Пурçăн çӳçеллĕ чаршав

Маччаранах сулланать.

Хĕрлĕ чаршав хыçĕнче

Пĕркенчĕкпе хĕр ларать.

Хĕр ларать те хĕр йĕрет,

Пĕркенчĕкне çĕклемест.

Хĕр çуммисем юрласа

Унăн сасси илтĕнмест.

Хĕр çуммисем юрринче

Асăнаççĕ Нарспие,

Михетерĕн Нарспине,

Тăваççĕ-мĕн ун туйне:

«Шурă сухал Тăхтаман

Упăшкийĕ пулмалла,

Хăйĕн чунĕ савнинчен

Каймаллипех каймалла.

Эсĕ юта кайсассăн

Мĕн тăвĕ-ши Сетнерӳ?

Ырă Нарспи аппаçăм,

Ăçта санăн телейӳ

 

Туй тăваççĕ çĕмĕрсе,

Унăн вĕçĕ-хĕрри çук.

Тантăш патне çӳресе,

Ялта тантăш пĕтес çук.

Çӳллĕ сăран кӳмийĕ

Тантăш патне çӳретет.

Хĕр çуммисен юррийĕ

Таçта çити илтёнет.

Кунĕн-çĕрĕн выляма

Шăпăрĕ те чаранмасть,

Кунĕн-çĕрĕн ташлама

Пуса каччи ывăнмасть.

Пĕтĕм ялти ача-пăча

Туйĕ хыççăн хăвалать.

Вилес пекех ватă çын

Пӳрт хыçĕнче çывăрать.

Туй тăвăр та шеп тăвăр,

Ватă çыннăн халĕ çук,

Выртнă çĕрте сиккелет,

Анчах тăма вăйĕ çук.

 

ЮМĂÇ ПАТĔНЧЕ

 

Пĕчĕкçеççĕ хура пӳрт,

Шурă старик сак çинче.

Çутă кĕртмест нимĕн те

Тĕнĕ пек çеç чӳрече.

Уçса хунă алăк çеç

Пӳртĕн ăшне çутатать;

Хĕвел çути пайăрки

Урай тăрăх ав шăвать.

Ларать старик тĕпелте

Çăпатине сапласа,

Ват ал-ура йĕркипе

Мĕшĕл-мĕшĕл маташса.

Акă хĕвел çутийĕ

Шуса-шуса пычĕ те

Сиксе ларчĕ старикĕн

Кăвак çӳçлĕ пуç çине.

Çимĕк çуйĕ урамран

Çĕклентерет чĕрине,

Хĕвелĕ те выляса

Çутатать çӳç пĕрчине.

 

Мăкăртатса, мăшлатса,

Çăпатине сапласа

Ларнă çĕрте сисмен те,

Çын килнине пĕлмен те:

Уçă алăк умĕнче

Карчăк тăра парать-мĕн,

Кăвак çӳçлĕ старике

Ăшă сăмах калать-мĕн.

Ăшă сăмах калакан

Сетнер амăш пулнă-мĕн.

Ун ывăлне Сетнерне

Усал-тĕсел ернĕ-мĕн.

Çавăнпала амăшĕ

Юмăç патне уттарчĕ;

Ах-ахлатса, хуйхăрса

Хăй хуйхине каларĕ.

 

Нумай вĕсем старикпе

Ларчĕç сăмах калаçса,

Калаçнă чух хушăран

Ĕлĕкхине асăнса.

Юлашкинчен тин вара

Килĕшрĕ леш старикки:

Мăшăр чăлха, пĕр кĕпе

Пама пулчĕ карчăкки.

Вара старик тăчĕ те,

Хăйĕн ĕçне пăрахса,

Хупса хучĕ алăкне,

Турчăкипе çаклатса;

Çине кĕрĕк тăхăнса

Çĕлĕк тытрĕ хул айне;

Ури айне шăрт хурса

Укçа хучĕ хăй умне;

Унтан шурă сухалне,

Кăвак çӳçне якатса

Укçа çине, суккăрскер,

Пăхрĕ куçне чакăртса.

 

Пăхса тăчĕ-тăче те,

Шур сухалне якатса,

Каларĕ вăл ерипе

Карчăк енне çаврăнса:

«Çамки шăтăк — хупăнмĕ,

Чĕри татăк — сыпăнмĕ.

Пӳлĕх Турă пӳрнинчен

Нимĕнпе те иртеймĕ.

Панă ăна Пӳлĕхçĕ

Вĕри юнпа çемçе чун.

Пӳрнĕ ăна Пӳлĕхçĕ

Кĕске ĕмĕр, йывăр кун.

Сивĕ кунсем килĕç те,

Шăнса кайĕ вĕри юн.

Хытă кунсем килĕç те,

Хытса кайĕ çемçе чун.

Вĕри кунсем килĕç те,

Вĕриленĕ шăннă юн.

Хытнă çĕртен ирĕлсе

Çунса кайĕ çемçе чун».

 

Унтан старик чарăнса

Шухăшласа тăчĕ те,

Кĕрĕкĕпе çĕлĕкне

Сакки çине хучĕ те

Çапла татах каларĕ,

Карчăк енне çаврăнса

(Ларать карчăк сак çинче

Урлă-пирлĕ тайăлса):

«Тĕрлĕ усал-тĕсел мар,

Киреметре хывни мар,

Чир-чĕр ертен йĕрĕх мар,

Çын тухатса хуни мар;

Çук, кин, санăн ывăлна

Турă çырни çаплалла.

Ан йĕр, кинĕм,

Пӳлĕхçе Епле хирĕç пымалла?»

 

Старик çапла каларĕ,

Нимĕн тума пĕлмерĕ,

Хăйĕн ĕçне тытрĕ те

Пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

Пуçне усса, хурланса

Тухса кайрĕ карчăкĕ.

Çăпатине сапласа

Ларса юлчĕ старикĕ.

Мăкăртатса, мăшлатса,

Аптăраса ларать вăл:

«Мĕнле вара ку паян? —

Хăй ăшĕнче ыйтать вăл, —

Халичченех çынсене

Юмăç пăхса параттăм,

Суя сăмах суяйса

Улталаса яраттăм.

Мĕнле вара ку паян

Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим?

Суйса парас тенĕччĕ —

Ак тамаша! тĕрĕс-шим?»

 

ТАРНИ

 

Хĕвел анса пытанать,

Силпи ялĕ лăпланать.

Тĕттĕм пулса çитеспе

Пирĕн туй та саланать.

Ялти хĕрсем, каччăсем

Вăййа тухнă выляма,

Тухнă пирĕн Нарспи те

Хĕр ĕмĕрне ăсатма:

Юлашки каç выляса

Юлас арăм пуличчен,

Юлашки каç Сетнере

Курас юта кайиччен.

Сетнер тăрать çавăнтах

Пуçне усса хуйхăрса.

Сарă хёрĕн куçĕнчен

Анать куççулĕ юхса.

Вăйă çынни салансан

Пайтах вĕсем калаçрĕç,

Ыталаса пĕр-пĕрне

Тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.

 

Вĕт çăлтăрсем тахçанах

Пĕлĕт айне хупланчĕç.

Вăрман тĕлне хуп-хурах

Сĕм пĕлĕтсем капланчĕç.

Çумăр çăвать, шыв юхать,

Хура вăрман кĕр кĕрлет.

Çил тухать те çил каять,

Выçă кашкăр пек ӳлет.

Çиçĕм пĕрмай çуттипе

Вăрман ăшне çутатать.

Тĕттĕм вăрман ăшĕпе

Пĕр юланут кустарать.

Лаша пырать тулхăрса,

Вăрман ăшне янтратса,

Иккĕн ларнă утланса,

Лаша çитет ывăнса.

Йывăç ларать улăп пек,

Тĕттĕм çĕрте кашласа:

«Чипер кайăр!» — теет те

Пуçне таять çул парса.

 

Çурăмпуçĕ çап-çутах,

Хĕвел тухас пек тăрать.

Çурăмпуçĕ шурсанах

Туй халăхĕ пухăнать.

Хăй йĕркипе ташлама

Вăхăт пуса каччисен;

Хăй йĕркипе юрлама

Вăхăт çитнĕ хĕрçумсен.

Шăпăр сасси илтĕнмест,

Шăпăрçи те курăнмасть.

Ырă хăна хушшинче

Эрех-сăра тăкăнмасть.

Стариккипе карчăкки

Хура пӳртре вăрçаççĕ.

Мĕн пулнă-ши çав тĕрлех —

Пурте шăппăн лараççĕ!

Шăппăн-шăппăн лармасăр:

Вĕсен хĕрĕ çук паян,

Нарспи усал Сетнерпе

Тарса кайнă вăйăран.

 

Виç юланут вăрманта

Йĕр йĕрлесе çӳреççĕ.

Пĕри кунта, леш унта,

Темĕнле йĕр йĕрлеççĕ.

Йĕр йĕрлеççĕ, итлеççĕ:

Пĕрер сасă пулмĕ-ши?

Хĕвел тухать çутатса —

Кирлĕ çула уçмĕ-ши?

Анчах нимĕн паллă мар,

Кĕрес тата шаларах.

Вăрçас килет çиллипе:

Тупасчĕ-çке хăвăртрах!

Вăрман çăра, пит тискер,

Унăн ăшĕ чăв та чав!

Йĕр ниçта та паллă мар,

Ниçта кайма аптăрав!

Виç юланут вăрманта

Йĕр йĕрлесе çӳреççĕ.

Пĕри кунта, леш унта,

Темĕнле йĕр йĕрлеççĕ.

 

Сетнер тутлă çывăрать

Çӳллĕ юман кутĕнче,

Нарспи ларать тĕлĕрсе

Сетнер пуçĕ вĕçĕнче.

Нарспи тĕлĕк тĕлленет:

Ашшĕ йытă пулнă та

Шăлĕсемпе шаккаса

Сиксе çӳрет вăрманта:

«Ăçта тартăн, усал хĕр?

Пуçна çийĕп тупăнсан!»

Йытă ури айĕнче

Шатăртатать сĕм вăрман.

Çывăх, çывăх, ак çитет!

Нарспи ялтах вăранать.

Пăхать: хăйĕн патнелле

Виç юланут кустарать.

— Сетнер, Сетнер!

Тытрĕç-çке! Тăр, тăр!

Тарса хăтăлар!

Ай, пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр!

Ăçта тарса пытанар!

 

Маттур шăпăрçă паян

Икĕ пуса каччипе

Тытса килчĕ вăрмантан

Сетнерпеле Нарспие.

Карчăк вĕçсе тухрĕ те

Çӳçрен яврĕ Нарспине.

Старик чупса тухрĕ те

Чышкă пачĕ Сетнерне.

— Эй, аннеçĕм, аннеçĕм,

Мана çӳçрен ан сĕтĕр,

Мана апла вĕрентсе,

Манран ырă ан кĕтĕр.

— Эй, Михетер асатте,

Хĕненипе усси çук.

Эсĕ мана хĕнесе

Кĕлрен вутă тăвас çук!

Урнă йытă Михетер

Хăй саламат йăтрĕ те

Тытăнчĕ-çке тулама

Çыхса хунă Сетнере.

 

Картишĕнче çын нумай —

Туйне курма килнĕ пек.

Хура тăпра çийĕнче

Выртать Сетнер вилнĕ пек.

Амăшĕ те çавăнтах

Тăрать йĕрсе, ылханса;

Ярать ăнсăр ывăлне

Икĕ çынна йăттарса.

Хура пӳртре Нарспинне

Питне-куçне çăваççĕ,

Татах пĕркенчĕк айне

Чаршав хыçне лартаççĕ.

Тăпăр-тăпăр-тăпăртăк,

Атьăр шепрех туй тăвар!

Анчах хальхи ĕç çинчен

Çĕн кĕрĕве калас мар!

Акă туй та çакă туй,

Пысăк туй та пăсăк туй!

 

ИКĔ ТУЙ

 

Çуркуннехи вут хĕвел

Каç еннелле сулăнать.

Ял вĕçĕнчи сĕм вăрман

Темĕншĕн пит янăрать.

Халăх кĕтет тахçанах

Анат хапха патĕнче.

Туй килнине çавăнтах

Систерчĕçĕ евĕче.

Кĕпĕр-кĕпĕр сиктерсе

Килсе тухрĕ вăрмантан

Ыттисенчен маларах

Çĕнĕ кĕрӳ Тăхтаман.

Лаптак сăмса, хĕсĕк куç,

Сарă çӳçпе сар сухал;

Лаши вĕçсе пырупа

Пичĕ-куçĕ пит усал.

Хура сăхман, сар çĕлĕк,

Çамки çинче тенкĕпе;

Шурă чăлха-çăпата

Пит килĕшет кĕрĕве.

 

Арçын туйĕ юрласа

Урам тăрăх уттарать.

Ырă евĕчĕн хапхисем

Уçăлать те хупăнать.

Хĕр туйĕ те тукасран

Хирĕç анать çĕмĕрсе.

Нарспи тутăр айĕнче

Тăрса пырать хĕр йĕрсе.

Сарă хĕрĕн чĕринче

Вутра çуннă пек çунать.

Ватă каччине курса

Нарспи хытă хурланать:

«Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,

Мĕншĕн çирĕр хĕр пуçне,

Мĕншĕн патăр хĕрĕре

Çичĕ ютăн аллине?

Эй, каччăмçăм, Тăхтаман,

Манпа ырă курас çук.

Эпĕ, чунăм пĕтсен те,

Санпа пĕрле пулас çук».

 

Ырă евĕчĕ сăрапа,

Туя хирĕç вăл тухать.

Хушăлкасен мăн кĕрӳ,

Хăй такмакне вăл калать;

Хăй аллинчи сăрана

Тăка-тăка çаптарать.

Хура лаша тĕк тăмасть —

Çĕнĕ кĕрӳ çунтарать.

Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче

Çичĕ юланут ташлать,

Пĕтĕм яла çĕмёрсе

Çăвар карса антăхать.

Çĕнĕ хапха айĕнчен

Кĕрсе пĕтмест урапа,

Хапха тăрри шатлатать

Саламатпа çапупа...

Ырă евĕчĕ килĕнче

Туйне турĕç ытлашши.

Тепĕр кунне урамра

Турĕç ялта вăй килли.

 

Турёç туя виçĕ кун

Хушăлкари хăтасем.

Анчах кайма тепĕр кун

Вăхăт теççĕ хăнасем.

Арçын туйĕ пухăнать,

Хушăлкана каяс тет;

Кунта туя турăмăр,

Ĕнтĕ киле тарас тет.

«Ан васкăр-ха, хăтасем,

Тепĕр киле каяр-ха,

Халех киле кайиччен,

Туя шепрех тăвар-ха!»

Татах тепĕр тапхăрне

Туйне турĕç çунтарса.

Юлашкинчен хăтасен

Халĕ пĕтрĕ туй туса.

Арçын туйĕ пухăнса

Килне кайма хускалчĕ.

Каян туя ăсатма

Пĕтĕм Силпи пухăнчĕ.

 

Аслă масар тĕлĕнче

Туй лашисем тăраççĕ.

Хĕрин туйне ăсатма

Ашшĕ-амăш пыраççĕ.

Туйĕ тавра ял-йышсем

Кĕпĕртетсе тăраççĕ;

Ваттисене асăнсан,

Хĕр кайнине сăнаççĕ.

Чирлĕ Сетнер çавăнтах

Тăрать хăйĕн амăшпе,

Чун савнине Нарспине

Шырать чирлĕ куçĕпе.

Михетерпе карчăкки

Пехиллерĕç хăй хĕрне,

Мĕн пур тантăша йĕртсе

Тăкрĕç ăшă куççульне,

Савнă хĕрне сăмах та

Каламарĕç намăсшăн:

Сетнерпеле вăрмана

Намăс туса тарнăшăн.

 

Пехиллесен, мĕн тусан

Кайрĕ туйĕ хускалса.

Сетнер çине пăхрĕ те

Нарспи кайрĕ макăрса.

Туй кайсассăн тахçанччен

Янтăрарĕ сĕм вăрман.

Ял-йыш утрĕ килнелле

Туйĕ куçран çухалсан.

Амăшĕпе Сетнер те

Килне утрĕ хуйхăрса.

Чун савнинчен ĕмĕрех

Ячĕç ăна уйăрса:

«Эх, пурăнăç, пурăнăç!

Вилме анчах юлчё çав.

Эх, пурăнăç, Нарспи те

Çичĕ юта кайрĕ çав.

Унсăр пуçне мĕн тăвас

Ăрăскалсăр пуçăмпа?

Ăçта кайса кĕрес-ха

Хамăн усал хуйхăмпа?»

 

Нарспи кайрĕ ют яла.

Сетнер утрĕ хăй килне.

Икĕ чун та савнă чун

Сĕнеймерĕç тăшманне.

Икĕ савни тарнине

Хуплаймарĕ сĕм вăрман,

Сарă хĕре Нарспие

Илчĕ-илчех Тăхтаман.

Тăрса юлчĕ кăлăхах

Сетнер, çавтер чун савни —

Турă çырни, ахăрах,

Сапла-тăр çав самани.

Ялта нумай ун çинчен

Урлă-пирлĕ калаçрĕç.

Темтер ăслă çынсем те

Кутне-пуçне тупмарĕç.

Нарспи кайрё ют çĕре,

Сетнер юлчĕ кăлăхах.

Ашшĕ çирё хăй хĕрнех,

Тăван çирĕ тăванах.

 

ХУШĂЛКАРА

 

Хушăлкара туй иккен,

Туйĕ ытла шеп иккен;

Шур сухаллă Тăхтаман

Туйне тăвать тет иккен.

Чипер каччă Тăхтаман

Силпи хĕрне çаклатнă.

Çавтер аван мăшăра

Урăм-сурăм туй лартнă.

Туй тăваççĕ ташласа

Çамрăк пуса каччисем.

Туй юррисем юрласа

Ывăнаççĕ çăварсем.

Ĕнер Силпи ялĕнчен

Туйĕ килчĕ таврăнса.

Паян кĕрӳ хĕр туйне

Кĕтет хĕрӳ туй туса.

Паян, хĕр туйĕ килсен,

Каçпа хĕве хупмалла.

Ыран ирех тăмалла,

Хĕртен арăм тумалла.

 

Аслă ял та Хушăлка

Икĕ тăвăн хушшинче;

Туйне туса Тăхтаман

Ларать сĕтел хушшинче.

Тĕрлĕ апат айĕнче

Çăка сĕтел авăнать;

Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче

Тĕнче вăр-вăр çаврăнать.

Тулта хĕвел çутатать,

Кăнтăрлана суланать;

Кĕрӳ пуçĕ ӳсĕрпе

Аялалла усăнать.

Çеçен хирте путене,

Вăхăт-вăхăт вăл юрлать;

Туй килмест-и-ха тесе,

Текех кĕрӳ йĕтетет.

Кĕрӳ çинчи шур кĕпен

Арки вăр-вăр тăвать-çке;

Туя кĕтсе, ват пуçăн

Чунĕ вăр-вăр тăвать-çке.

 

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав

Шăнкăртатать çулпала:

Хĕр туй килет çĕмĕрсе

Урам тăрăх ялпала.

Вунă арăм хушпупа —

Сăран кӳме çийĕнче,

Хĕрĕх виçĕ урапа

Сăран кӳме хыçĕнче.

Çичĕ çĕрте урамра

Чарăнчĕç туй çыннисем:

Хирĕç тухрĕç сăрапа

Хушăлкари тантăшсем.

Юрлаççĕ те кĕреççĕ

Ырă кĕрӳ хапхинчен,

Ĕçеççĕ те çиеççĕ

Инçе çулсем хыçĕнчен.

Кăнтăрла та çитмен-ха,

Каçчен вăхăт нумай-ха.

Каç пуличчен туй тума

Пире вăхăт нумай-ха.

 

Шыв-шур пуçĕ пуçласан

Тĕттĕмчченех сикрĕç те

Тăхтаманпа Нарспие

Хĕве хупрĕç кĕлете.

Ăслă çынсем уçăпах

Питĕрчеç туй кĕлетне,

Йăл-йăл кула-кула çеç

Кĕрсе кайрĕç пӳртнелле.

Акă каччă, пĕр каччă,

Кĕлет тавра явăнать.

Те итлеме, те пăхма

Пушă вырăн вăл шырать.

Тăват-пилĕк ача-пăча

Явăнаççĕ çавăнтах:

Ай, намăссăр, ача-пăча!

Мĕн кирлиех пур унта?!

 

Анчах акă итлеççĕ,

Илтĕнет те пулмалла;

Ав, усалсем, лăпланчĕç:

«Хĕр калаçать, ан шавла!»

Шалта Нарспи темĕскер

Тăхтамана каларĕ,

Анчах хуллен сăмахне

Пĕртте илтсе пулмарĕ.

«Асту, Нарспи, йĕвенӳ

Ман алăра малашне! —

Терĕ хытах Тăхтаман

Чараймасăр çиллине. —

Туйна анчах ăсатам,

Унтан мана пĕлĕн-çке;

Мĕн пуласне пĕлме çук —

Ху курасне курăн-çке!»

Урăх нимĕн илтĕнмест,

Пĕр сăмах та чĕнмерĕç.

Итлекенсем, кĕтсен те,

Пĕр сăмах та илтмерĕç.

 

Ачи-пăчи çавăнтах

Ашшĕ килне чупаççĕ.

Илтни çинчен çав хутрах

Ялта сăмах сараççĕ.

Илтен-тăран сар каччă

Вăрманалла уттарчĕ,

Хăлха илтнĕ сăмаха

Хăй ăшĕнче пытарчĕ.

Ун çилĕллĕ куçĕнчен

Йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ.

Кĕрен-тухан ялти çын

Каччă çине пăхмарĕ.

Юман анчах вăрманта

Хăй кӳршине систерчĕ:

Çав вăрмана кĕнĕ çын

Пирĕн тăван

Сетнерччĕ.

 

Пӳртре сĕтел çийĕнче

Пăтă пăсне кăларать:

Çĕнĕ кĕрӳ Тăхтаман

Хăнасене ăсатать.

Ырă кĕрӳ Тăхтаман

Туй пăттипе сăйласа

Туй халăхне пуç таять,

Çапла сăмах каласа:

«Ан ӳпкелĕр, хăтасем,

Сăйăм питех нумай мар.

Ĕçĕр-çийĕр, тăвансем,

Ĕмĕр пĕрле пурăнар».

Виле ӳсĕр хăтасем

Урăм-сурăм кĕрлеççĕ.

Виле ӳсĕр пулсан та,

Мĕн каласне пĕлеççĕ:

«Эй, кĕрӳçĕм Тăхтаман,

Сана ӳпкев çук пиртен.

Пирĕн хĕре хытă пăх,

Тату пулăр виличчен».

 

Картишĕнче лашасем

Тăраççĕ-çке ташласа,

Тухса кайрĕç хăтасем

Ырă юрă юрласа:

«Атьăр каяр çулпала

Курка тулли пылпала...»

Ураписем хыçĕнчен

Тусан кайрĕ çулпала,

Ав шăнкăрав янăрать,

Силпинелле чуптарать.

Лаши чупать пуç ухса,

Ӳсĕр хуçи хăвалать.

Туй пĕтрĕ те, туй каять,

Такăр çулпа чуптарать;

Пĕрер ватти тĕл пулсан:

«Тавси, тавси!» — кăшкăрать.

Каян туйăн сассине

Нарспи юлчĕ итлесе.

Таçта-таçта инçетре

Тусан кайрĕ çĕкленсе.

 

ÇИМĔК ИРТСЕН

 

Иртрĕ çимĕк, иртрĕ туй,

Иртрĕ туйри савăнăç.

Кайрĕ пĕр пек тăсăлса

Кунран-кунах пурăнăç.

Хирте ака айĕнче

Çерем лап-лап касăлать;

Усал хуйхă-суйхăран

Нарспи чунĕ касăлать.

Хирте çава айĕнче

Курăк вăш-ваш йăванать;

Усал хуйхă-суйхăран

Нарспи пуçĕ усăнать.

Куллен-кунах тĕнчене

Хĕвел хĕртнĕçем хĕртет;

Хуйхă-суйхă кунран-кун

Нарспи чĕрине çиет.

Куллен-кунах саламат

Анать-ĕçке пăтаран;

Хытă тытать пулмалла

Хăй арăмне Тăхтаман.

 

Чипер ача Сентти пур,

Чупса çӳрет урамра.

Кĕвентине утланса

Ача вылять лашалла.

Аслă урам тăршшĕпе

Чиксĕр тусан кăларать,

Хура чикан пек хура

Каçпа килне таврăнать.

Чипер ача Сентти пур,

Чупса килет лашипе,

Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе

Пакăлтатать инкĕшпе.

Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,

Пĕрмаях вăл хуйхăрать,

Пăяхăшин ачине

Сенттие çеç юратать.

Çĕнĕ çын та, Нарспи кин,

Пĕрмаях вăл хуйхăрать.

Сенттипе çеç калаçса

Хăй хуйхине пусарать.

 

Çавтер ырă ачана

Турă чунне панă çав,

Кулса сиксе выляма

Кайăк чунĕ янă çав.

Çичĕ çулхи ачара

Чăваш чунĕ ларать çав.

Пĕчĕк куçĕ йĕрсен те,

Йăваш тути кулать çав.

Чипер ача Сентти пур,

Инкĕш патне ăнтăлать;

Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе

Инкĕшне вăл йăпатать:

«Ан йĕр, инкем, ан йĕрсем,

Тутăрупа шăл куçна.

Ан хуйхăрсам, инкеçĕм,

Хăваласам хуйхăна».

 

Ырă кĕрӳ Тăхтаман

Туй кĕлетне астăвать,

Куллен-кунах арăмне

Саламатпа кастарать.

Мĕскĕн арăмĕ тӳсет

Асапсене чĕнмесĕр.

Ухмах упăшка хĕнет

Мĕн пуласне пĕлмесĕр.

Пĕрре пĕр çын килчĕ те,

Тăхтаманпа калаçрĕç,

Нарспи пӳртре çук чухне

Пăшăл-пăшăл калаçрĕç.

Нарспи кĕчĕ сăрапа,

Леш хăнана ĕçтерет.

Хăна тухса кайсанах

Саламачĕ вĕрентет:

«Эсĕ апла хĕр иккен,

Эсĕ апла Сетнерпе

Тарнă-мĕн-ха вăрмана

Туйна тунă çĕртенех!»

 

Хĕнет, хĕнет Тăхтаман,

Тĕрлĕ асап кăтартать.

Ялти çынсем хушшинче

Текех сăмах сарăлать.

Çапли-капли çавă çав:

Ун пек нумай тĕнчере,

Чылай усал ĕç пулать

Вăрттăн çĕрте тĕттĕмре.

Атте-анне хăй хĕрне

Юратса çеç ӳстерет.

Хĕртен арăм пулсассăн

Ват упăшка кӳлешет.

Тупрĕ пуян упăшка

Атте-анне хăй хĕрне,

Анчах унта мĕн усси —

Юратмасан пĕр-пĕрне?

Тату, ырă, килĕшсе

Иккĕш пĕрле пурăнсан,

Çĕр хут ытла телейлĕ

Юрлă çын та пуянран...

 

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Чунне кăлар унăнне!

Асаплантар, Тăхтаман,

Хурсам йытă вырăнне!

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Санран çамрăк ан култăр!

Асаплантар, Тăхтаман,

Нарспи часрах ватăлтăр!

Анчах кайран хăвăнах

Ӳкĕнмелле ан пултăр,

Хĕне, хĕне, Тăхтаман,

Санран çамрăк ан култăр!..

Иртсе кайрĕ виç эрне

Çимĕк эрни хыçĕнчен,

Ват упăшка хĕснине

Нарспи тӳсрĕ çавăнччен.

Анчах тепĕр эрнинче,

Пĕрре уяр ырă каç...

(Чим-ха, кăна калама

Вăхăтсăрах юрамасть.)

 

НАРСПИ ĔÇĔ

 

Хĕвел тухать, улăхать

Çӳллĕ тусем тăррине,

Хăй çутипе ăшăтать

Таçти-таçти çĕрсене.

Çак çуллахи ырă кун

Хушăлкана та савать.

Пур тĕнчери чĕрĕ чун

Ташлать, сикет, савăнать.

Ячĕç юрă юрласа

Сĕм вăрманти кайăксем.

Акăшсем пек ярăнса

Анчĕç шыва сар хĕрсем.

Анчах акă шурă пӳрт,

Пĕр сасă та илтĕнмест.

Шурă пӳртре çĕнĕ çын

Ларать, пуçне çĕклемест.

Ирех хырăм тăрантса

Кайрĕ хире Тăхтаман.

Пуçне чиксе, хуйхăрса

Ларать арăмĕ паян:

 

«Арăм пултăм ирĕксĕр

Атте-анне хушнипе.

Анчах хĕрĕр, мĕскĕнĕр,

Ырă курмасть каччипе.

Хĕрхенмесĕр хĕрĕре

Çичĕ ютăн аллине,

Çичĕ юта, ют çĕре

Парса ятăр мĕскĕне.

Халĕ хĕрĕр, мĕскĕнĕр,

Асап курса пурăнать.

Ăна ватă упăшки

Йытă вырăнне хурать.

Мĕншĕн мана савнинчен

Çаплах ятăр уйăрса?

Мĕншĕн кунта киличчен

Çимерĕм-ши хам пуçа?

Мĕншĕн хаяр тăшманпа

Ман пĕр çуртра пурăнас?

Пĕтес мар-ши пуçăмпа?

Епле тӳссе пурăнас?!

 

Качча пачĕç ирĕксĕр —

Пулмарĕ-çке ырлăха.

Атте-анне ăссăрри

Ырлăха мар, хурлăха.

Качча пачĕç ирĕксĕр —

Савăнăç çук ку тĕнчен.

Атте-анне ăссăртан

Савни юлчĕ пĕр-пĕччен.

Качча пачĕç ирĕксĕр —

Ятăм çĕрчĕ тахçанах.

Атте-анне ăссăртан

Пулчĕ асапăм анчах.

Качча пачĕç ирĕксĕр —

Манăн пурăнăç хĕн-хур.

Атте-анне ăссăртан

Капла пурăнса мĕн пур?

Качча пачĕç ирĕксĕр —

Пулмарĕ-çке ырлăха,

Атте-анне ăссăрри

Ырлăха мар, хурлăха.

 

Анчах манăн савни пур —

Çăлаймĕ-шим вăл мана?

Унăн вăйлă аллисем

Пĕтермĕç-шим тăшмана?

Çук, пуçăма çийиччен

Тăшманăма пĕтерем,

Асапланса тӳсиччен

Тăхтамана... вĕлерем.

Анчах вăйăм çитĕ-ши?!

Епле кунтан çăлăнас?

Эй, __Пӳлĕхçĕм__, пулăшсам!

Чунăм çунать, мĕн тăвас?..

Пĕтсен пĕтем, пĕт, тăшман, —

Пурăнăçăм ырах мар.

Наркăмăшăм, эс паян

Хăвăн ĕçне туса пар!» —

Çапла паян пӳртĕнче

Нарспи, мĕскĕн, хурланать,

Чунĕ вĕркет, пуçĕнче

Усал шухăш хускалать.

 

Вут пек хĕвел выляса

Çӳл тӳпене хăпарать;

Хуллен-хуллен ярăнса

Кăнтăрлана сулăнать.

Тулта тĕнче хĕпĕртет,

Тулта - тĕнче ялтăрать.

Нарспи пӳртĕнче йĕрет,

Унăн чĕри çурăлать.

Сентти килет сиктерсе,

Кĕвентине утланса;

Инкĕш патне çĕмĕрсе,

Кĕрсе кайрĕ ахăрса.

Çапать паттăр лашине

Хăй аллинчи хуллипе,

Ăнсăртранах инкĕшне

Тапса илет урипе.

Анчах вăл та выляма

Аптăрарё инкĕшпе,

Аптăраса урама

Тухса кайрĕ лашипе.

 

Вĕрет, сурать сарă кин

Хăй яшкине пăтратса;

Хуран айĕ çĕлен пек,

Çунать вучĕ явăнса:

«Çитмĕл тинĕс леш енчен

Килет карчăк Шапатан.

Вĕр, сур, карчăк, яшкана —

Пĕттĕр усал Тăхтаман!

Утмăл тинĕс уттинче

Ларать, сикет йĕс пукан.

Сикех, сикех, йĕс пукан, —

Пĕттĕр усал Тăхтаман!

Вăтăр та пĕр ту çинче

Йĕс хуранра пиç, яшка.

Çав яшкара пиç, çĕлен,

Пиç тамăкра, упăшка!»

Вĕрет, сурать сарă кин

Хăй яшкине пăтратса;

Вилĕм яшки вĕрет-çке

Çĕлен пекех чашлатса.

 

Каç пулсассăн упăшки

Килчĕ хиртен çаврăнса.

Сĕтел çийĕнче яшки

Ларать пăсне кăларса.

Кашăк илчĕ Тăхтаман,

Ларчĕ сĕтел хушшине.

«Яшка тутлă-çке паян», —

Тесе мухтать яшкине.

Усал куçпа çавăрса,

Кăтартать вăл чăмăрне:

«Яшка тутлă, çи ларса!» —

Кăшкăрать вăл арăмне.

«Çийĕп-çке-ха кайран та,

Пит çиессĕмех килмест». —

Ах, Нарспийĕ çавăнта

Тухса каять, тӳсеймест.

Тулта ларать, куççульне

Тăпра çине юхтарса.

Пӳртри çиет яшкине

Урлă-пирлĕ тайăлса.

 

Çиех, çиех, Тăхтаман,

Наркăмăшлă яшкана,

Ĕнтĕ эсĕ малашне

Упăшка мар арăмна.

Пĕтрĕн ĕнтĕ, Тăхтаман,

Çутă тĕнче санăн мар!..

«Нарспи, часрах кĕр пӳрте!

Ыйхă килет, вырăн сар!

Ака турăм, ĕтлентĕм,

Ăшăм çунать çавтерех.

Яшка хыççăн шыв ĕçрĕм,

Туйăнчĕ эрех пекех».

Нарспи кĕчĕ итлесе,

Çĕрте ларать упăшки:

Пĕтĕм ăшне-чиккине

Çурать хăватлă яшки.

Арăм сарчĕ вырăнне,

Упăшкине вырттарчĕ.

Çĕкле-çĕкле çапрĕ те

Чунĕ ӳтне хăварчĕ.

 

Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере,

Ĕçĕсемшĕн хупланчĕ.

Пĕтрĕ чăваш ĕмĕрĕ,

Унăн чĕри лăпланчĕ.

Пӳртри сĕтел-пукансем

Хăратаççĕ арăмне,

Пайтах пăхрĕç шеллесе

Хуçин сивĕ виллине;

Анчах çĕрле пулчĕ те,

Сĕм хупларĕ пӳрт ăшне,

Хăйĕн вăрăм аллипе

Хăратать вăл Нарспие.

Пĕтрĕ чăваш ĕмĕрĕ,

Вырăн çинчен тăрас çук,

Выçă выльăх-чĕрлĕхне

Тăрса апат парас çук.

Выçă ака лашисем

Кĕçенеççĕ картара,

Анчах эсир, тăлăхсем,

Курассăр çук хуçăра!

 

Ял вĕçĕнче сĕм вăрман

Чăшăлтатать çулçипе.

Хушка çăлтăр вылятать

Çӳл тӳпере çутипе.

Хушăлкари чăвашсем

Çывăраççĕ харлатса.

Анкартинчи тăмана

Анчах вĕçет ухлатса.

Уйăх кукри ярăнса

Тухрĕ вăрман хыçĕнчен.

Шăппăн-шăппăн çеç утса

Тухрĕ Нарспи пӳртĕнчен.

Кайрĕ мĕлке пек шуса

Анкартисем хыçнелле.

Ялтан тухрĕ, ыткăнса

Чупрĕ вăрман ăшнелле.

Курас тесе ăнтăлса

Уйăх чупрĕ тахçанччен,

Вăрман анчах шавласа

Юлчĕ Нарспи хыçĕнчен.

 

Нарспи пырать вăрманпа

Темшĕн ытла ыткăнса.

Шăппăн тăрать сĕм вăрман

Нарспи чунне хăратса.

Армак-чармак йывăçсем

Пуçĕсемпе суллаççĕ,

Нарспи иртсе пынă чух

Çулне пӳлсе тăраççĕ.

Ват йывăçсем хушшинче

Арçурисем выляççĕ,

Нарспи иртсе пынă чух

Аллисене тăсаççĕ.

Сасартăках çил тухса

Асрĕ кайрĕ сĕм вăрман,

Йĕри-тавра ахăрать:

«Тыт арăмна, Тăхтаман!

Тыт арăмна, упăшка,

Тарать усал арăму!»

Вăтăр та пĕр шуйттан пек,

Вăрман улать: у-у-у!

 

Ирех тăрса тумланса

Сентти тухрĕ выляма.

Кĕвентине утланса

Чупрĕ инкĕшне курма.

Анчах инкĕш курăнмасть,

Пиччĕш халь те çывăрать,

Тăратса та вăранмасть —

Сентти шăпах аптăрать.

Пĕр çын килсе кĕчĕ те

Хытса кайрĕ вырăнтах.

Пăхса тăчĕ-тăчĕ те

Тухса кайрĕ çавăнтах.

Пăртак тăрсан, вăл кайсан,

Тулчĕ пӳрте тулли çын:

Епле вилнĕ Тăхтаман?

Ăçта кайнă Нарспи кин?

Çук, мĕн чухлĕ ыйтсан та,

Сире виле калас çук.

Нарспи çӳрет вăрманта,

Эсир ăна тупас çук.

 

СИЛПИРЕ

 

Аслă Силпи ялĕнче

Хуллен шăвать пурăнăç.

Иртсе кайрĕç Çимĕкри

Ырăлăхпа савăнăç.

Чăваш кĕпи улача,

Хир варринче кăн-кăвак.

Ĕçчен чăваш вăкăр пек,

Юрла-юрла ĕç тăвать.

Тăрать çурăмпуçĕпе,

Ирех хире вăл тухать.

Кăшт-кашт апат тăвать те

Çутă çава вăл йăтать.

Учук хыççăн чăвашсем

Айкашрĕçĕ хирсенче:

Валем, купа, капансем

Ларчĕç улăх варринче.

Çивĕч çава вашлатрĕ

Çулман çаран çийĕнче,

Пуçлă ыраш саралчĕ

Çеçен хирсен хушшинче.

 

Сăмах нумай ял çинче

Çемçе чĕлхе вĕçĕнче.

Тĕрĕсси те пур-тăр çав

Ялти сăмах хушшинче.

Силпире те этемсем:

«Нарспи, Тăхтаман», — теççĕ.

Вĕсем тахçан Тăхтаман

Хаяррине пĕлеççĕ.

Михетертен шикленсе,

Вăрттăн çĕрте сăмахсем;

Пуçне чиксе, шеллесе,

Аптăраççĕ чăвашсем.

Сетнер ача, çынсенчен

Çав сăмаха илтсенех,

Амăшĕнчен уйрăлса

Кайрĕ таçта пĕчченех.

Çынсем хирте ĕçлесе

Каçпа килне килеççĕ,

Каçхи апат тунă чух:

«Нарспи, Сетнер», — тееççĕ.

 

Сетнер утрĕ пĕр-пĕччен,

Кĕрсе кайрĕ вăрмана.

Нарспи асапне илтсе

Вилĕм сунать тăшмана:

«Тĕттĕм пулĕ, каç пулĕ

Тăшман патне çитиччен,

Тăшман чĕри лăпланĕ

Хĕвел кусса тухиччен.

Хĕвел тухĕ, çутатĕ,

Этем тăрĕ ыйхăран.

Тăшман анчах вăранмĕ

Ыйхи ытла йывăртан.

Хĕвел тухĕ, çутатĕ,

Эпĕ пулăп вăрманта.

Тăшман, выртăн, хускалмăн,

Нарспи пулмĕ çуртăнта».

Анчах Нарспи унсăрах

Кĕçĕр тухрĕ килĕнчен.

Хăех тарчĕ тăшманран

Савни пырса çитиччен.

 

ВĂРМАНТА

 

Шавлать, кашлать сĕм вăрман,

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть.

Кутсăр-пуçсăр çил тухсан

Чарăнассăн туйăнмасть.

Шавлать, кашлать сĕм вăрман,

Тамăкри пек ахăрать.

Те арçури, те шуйттан

Çав териех ашкăнать.

Тапхăр-тапхăр çил килет

Пăлтăр-палтăр çавăрса.

Тĕттĕм вăрман ӳхĕрет

Çĕре çитех авăнса.

Хура пĕлĕт пĕрмаях

Шăвать вăрман тăрринче.

Ярать çиçĕм çĕр çурсах

Хура пĕлĕт хушшинче.

Аçа çапать, шартлатать,

Пĕтĕм тĕнче кисренет.

Çумăр çырма пек юхать,

Лупашкасенче кĕрлет.

 

Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,

Мĕншĕн хытă шавлатăн?

Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса

Мĕскĕн чуна хăрататăн?

Вăрман тата хытăрах

Шавлать, йĕрет, ахăрать.

Турă çырлах, ан пăрах!

Ахăрсаман хускалать!

Ах, çылăхлă пуçăма

Ăçта чиксе хурам-ши?

Ах, çылăхлă чунăма

Епле тытса чарам-ши?..

Епле Сетнер мĕскĕн-çке

Урнă вăрман ăшĕнче.

Епле çирĕп йывăçсем

Юрлаççĕ пуç тăрринче.

Вăрман хĕсĕк çулĕпе,

Ăш çуннине пусарса,

Вăрман шавне хуплас пек,

Пырать Сетнер юрласа:

 

«Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,

Мĕншĕн хытă шавлатăн?

Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса

Мĕскĕн чуна хăрататăн?

Ах, ман хуйхăм, итле-ха:

Мĕншĕн мана çунтаратăн?

Мĕншĕн мана, тăлăха,

Савăнăçа мантаратăн?

Çуралтăм-мĕн аннерен

Хĕн-хур, асап курма çеç.

Çав асапран, хĕнлĕхрен

Самрăк пуçăм пĕтни çеç.

Çамрăк пуçăм пĕтмĕччĕ,

Мулăм çукки пĕтерчĕ.

Вăл та пулин юрĕччĕ,

Çын ухмаххи пĕтерчĕ.

Çын ухмаххи юрĕччĕ,

Усал тăшман тупăнчĕ.

Усал тăшман пĕтĕччĕ,

Турă çырни курăнчĕ».

 

Сетнер юрлать юррине.

Вăйлă тăвăл тапранса,

Сетнер юррине илсе,

Вĕçет йĕрсе, ахăрса.

Çав хуйхăллă сасăсем

Чуна çурса йĕреççĕ,

Вăйлă тăвăлпа пĕрле

Таçта çитех çитеççĕ.

Хура вăрман ăшĕнче

Хуллен-хуллен пĕтеççĕ.

Çав юрăри куççульсем

Пĕр чун патне çитеççĕ.

Таçтан-таçтан аякран

Тепри хирĕç макăрать,

Усал асап-хуйхăран

Унта тепĕр чун çунать.

Такам юррин сассисем

Кĕрет Сетнер хăлхине.

Вăйлă тăвăлпа пĕрле

Юрлать Сетнер юррине:

 

«Хура вăрман, сĕм вăрман,

Мĕншĕн хытă шавлатăн?

Савни пекех юрласа,

Вилнĕ чуна вăрататăн?

Тĕттĕм вăрман, сĕм вăрман,

Ан ултала тăлăха.

Савни пекех юрласа

Ан хăварсам хурлăха.

Аслă вăрман, сĕм вăрман,

Мана чăнне кала-ха!

Мĕскĕн чуна шеллесе,

Чун савнине кăтарт-ха.

Анчах утать кунталла

Ман паталла хĕрарăм:

Ырă Турă, çырлахсам!

Нарспи, Нарспи, эсĕ-им?»

 

Икĕ савни пĕрлешсен

Пуçне тайрĕ ват юман.

Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен

Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.

Хура пĕлĕт саланса

Пĕтрĕ вăрман хыçĕнче.

Хĕвел пăхать шăратса,

Кайăк юрлать йăвинче.

Курăк çинчи сывлăма

Хĕвел парать ăшшине.

Икĕ чуна савăшма

Хĕвел парать çутине.

Ялтăртатать ырă кун,

Усал кунăн мĕн ĕç пур?

Савăнса утать ик чун,

Çичĕ ютăн мĕн ĕç пур?

Анчах вăрман ăшĕнче

Хура кайăк чăйлатать:

Ай, Тăхтаман, Тăхтаман,

Нарспи чунне вăл шырать!

 

АТТЕ-АННЕ

 

Сетнер пĕчĕк пӳртĕнче

Вĕсем иккĕш лараççĕ.

Лутра сĕтел хушшинче

Каçхи апат тăваççĕ.

Сетнер ватă амăшĕ

Турăх тупрĕ кӳршĕрен,

Çăкăр-тăвар кăларса

Хучĕ сĕтел ăшĕнчен.

Апатланса икĕ чун

Хĕрӳ сăмах калаçать.

Ватă карчăк-амăшĕ

Шăппăн итлесе ларать.

Асăнаççĕ ĕлĕкхи

Ырă, лăпкă пурнăçне:

Каçхи вăйă-улаха,

Çимĕкченхи кунсене.

Сасартăках илтĕнчĕ

Ура сасси пăлтăртан.

Михетерпе карчăкĕ

Килчĕç кĕчĕç алăкран.

 

Карчăк

Пирĕн Нарспи ку пӳртре

Çук-ши тесе килтĕмĕр,

Ялти ырă çынсенчен

Кунта тесе илтрĕмĕр.

 

Михетер

Эх, хĕр, хĕ-ĕр, хĕр-и эс!

Нарспи, мĕскер хăтлантăн?

Епле çынсем умĕнче

Çак намăса кăтартрăн?

Мĕн çитмерĕ-ши сана,

Мĕн çитмерĕ тĕнчере?

Мĕншĕн, хĕрĕм, мĕн пуртан,

Юрататăн Сетнере?

Пуян хĕрĕ пуçупа

Мĕншĕн çапла хăтлантăн?

Ĕмĕр курман намăса

Ват пуçăма кăтартрăн?..

 

Карчăк

Мĕн çитмен-ши ухмаха

Упăшкине вĕлерме,

Çак Сетнерпе вăрманта

Лапăштатса çӳреме?

 

Михетер

Турра шĕкĕр, халиччен

Усал сăмах илтменччĕ,

Çак тарана çитиччен

Киремет те тивменччĕ,

Манăн килĕм-çуртăма

Ырă пирĕшти пăхатчĕ,

Ырă пирĕшти пăхнипе

Ялта ятăм кайманччĕ,

Пӳлĕх, Хăрпан, Çут Тĕнче

Мана савса тăратчĕç,

Кăвак Хуппи, Çут Хĕвел

Мана тупăш паратчĕç.

Çак тарана çитрĕм те,

Ватă пуçăм усăнчĕ.

Эсĕ çапла пулнипе

Ырă кунăм пăсăлчĕ...

 

Карчăк (Михетере)

Вăрçсам ĕнтĕ хытăрах,

Пăсăрлантар Сетнерне:

Ĕçре хытнă аллипе

Ан хапсăнтăр çын хĕрне!

 

Михетер

Мĕн кĕçĕнрен ӳстертĕм,

Хĕр кăмăлне татмарăм.

Савнă хĕршĕн пуянлăх

Кунĕн-çĕрĕн пуçтартăм.

Кăнтăрла та, çĕрле те

Канлĕ ыйхă курмарăм.

Хĕрĕмшĕнех тăрăшса

Куçăмсене хупмарăм.

Епле качча парăп-ши

Тесе ялан шутларăм.

Хĕр телейĕшĕн тăрăшса

Пуян каччă шырарăм.

Качча патăм, туй турăм,

Паян акă мĕн çитрĕ,

Манăн ватă пуçăма

Паян акă мĕн çирĕ!

 

Карчăк

Шеллеместĕн аннӳне,

Ах, çĕр çăтманă пуçна!

Камăн хĕрĕ пултăн-ши,

Кам ӳстерчĕ-ши сана?

 

Михетер

Мĕн кĕçĕнрен ӳстертĕм

Питне пăхса савăнма.

Çак тарана çитрĕм те,

Хĕрĕм çирĕ пуçăма.

Аçу-аннӳ ирĕкĕ

Пулчĕ çĕрĕ вырăнне.

Пĕр Сетнершĕн тăктартăн

Аçу-аннӳн шур çӳçне.

Пулăшмарĕ пуянлăх,

Пулăшмарĕ сăмах та.

Пуян каччă çумĕнче

Апла пулмĕ ухмах та.

 

Нарспи

Эй, аттеçĕм, çамрăк чух

Мĕншĕн патăр хĕрĕре?

Пуянлăхра анчах мар,

Ыр курасси çыннинче...

 

Карчăк

Е-е, усал, ытлашши

Ан кар ĕнтĕ çăварна.

Аннӳн ăшне çунтаран,

Турăран килешшĕ пуçна!

 

Михетер

Çак намăса кăтартрăн, —

Ялти çынсем мĕн калĕç?

«Хĕрне ан ман, ват супнă!» —

Аçу çине кăтартĕç.

Анчах ялти çăварсем

Кирек те мĕн калаçчăр,

Яту çĕрнĕ пулсан та,

Çапах эсĕ манăн хĕр.

Атя, хĕрĕм, таврăнар

Шăтăк-шатăк ку пӳртрен.

Тепрер каччă тупăпăр

Яту çĕрсех кайиччен.

Атя, Нарспи, ан хуйхăр:

Санăн аçу пур вĕт-ха.

Яту пĕтнĕ пулсан та,

Аçун мулĕ пур вĕт-ха.

 

Карчăк

Атя, йытă, хăвăртрах,

Пĕртте мана пăхмастăн.

Сетнер, йытă, кĕççе пит,

Пуян хĕрне ан хапсăн!

 

Нарспи

Эй, аттеçĕм, аттеçĕм,

Мĕншĕн мана çиетĕн?

Намăс кӳнĕ хĕрĕре

Хăвăн патна чĕнетĕн?..

 

Карчăк

Ав тата мĕн калаçать!

Савнă хĕрне итле-ха!

 

Михетер

Çитĕ, карчăк, вулашма,

Хĕр сăмахне итлер-ха.

 

Нарспи

Арăм пулнă пуçăмпа

Киле пырса тăрăп-и?

Савман качча кайсассăн

Татах асап чăтăп-и?

Çук, çук, атте, ан чĕн те:

Халь тин киле пыраймăп,

Çапла пулса пĕтсен тин

Каччă кĕтсе лараймăп.

Эсир мана ӳстертĕр,

Ача чухне юратрăр,

Анчах ӳссе çитрĕм те,

Хĕрĕр чунне курмарăр.

Эпĕ сире кĕлтурăм,

Эпĕ сире йăлăнтăм,

Вĕçне çите пуçласан

Йăваланса макăртăм.

Анчах эсир хĕрĕре

Ӳстерессе ӳстертĕр,

Ӳстертĕр те — укçашăн

Сутса ярса пĕтертĕр.

Ача чухне хĕрĕре:

Юрататпăр теттĕрччĕ,

Савнă хĕрĕр мĕн ыйтнă —

Ăна пурте хатĕрччĕ.

Ӳссе çитрĕм, аттене:

Пĕр çул кĕт-ха терĕм те,

Атте вăрçса пĕтерчĕ,

Анне çӳçрен сĕтĕрчĕ.

Мĕншĕн манăн кăмăла,

Çав юлашки кăмăла,

Тумарăн-ши, аттеçĕм?

Халь пулмăттăм каплалла.

Мĕншĕн çапла ху хĕрне

Парса ятăн кашкăра?

Саншăн çав пур ырăлăх

Мĕн пурĕ те укçара...

Эпĕ асап курнишĕн

Ху айăплă, эпĕ мар.

Сетнер кĕрӳ пулмасан,

Эпĕ сирĕн хĕрĕр мар.

Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,

Сетнерпеле пехиллĕр —

Çавăн чухне тин вара

Емĕр пĕрле пулăпăр.

 

Карчăк

Ав, ав, хĕрӳ мĕн калать —

Сетнер, шуйттан, илĕртнĕ.

И-и, Михетер, каяр-ха,

Хĕрӳ çине сур ĕнтĕ!

 

Михетер

Ы-ых, Сетнер, астăвăн:

Манăн хĕре эс çирĕн!

Эсĕ, çавтер усал хĕр,

Хура пӳртрех тип эппин!

Аçу килне, чим-халĕ,

Хăвах чупса пырăн-ха.

Аçу мĕнле ыррине

Çавăн чухне курăн-ха.

Атя, ватă карчăкăм,

Каяр ĕнтĕ килелле.

Ĕнтĕ сăмах пĕтрĕ пулĕ

Паян пирĕн хĕрпеле!

 

Карчăк

Пĕтĕр, типĕр çакăнта,

Типĕр хăрăк турат пек!

Шăммăр-шаккăр çĕриччен

Асапланăр йытă пек! —

Тухса кайрĕç ылханса

Ашшĕ-амăш хăй хĕрне.

Урам тăрăх карчăкĕ

Çаптарать хăй сăмахне.

Намăсланса, хĕрелсе

Хĕвел анчĕ, пытанчĕ.

Сетнер амăш, ахлатса,

Сĕтел çине пуçтарчĕ.

 

ТĂВАТĂ ВИЛĔ

 

Йывăр ĕçсем хыçĕнчен

Ыйхă темрен те паха:

Силпи ялĕн çыннисем

Кайрĕç тутлă ыйăха.

Çывăраççĕ этемсем,

Хура вăрман тĕк тăрать.

Тăрсан-тăрсан, чашласа,

Çил вĕрнипе вăранать...

Килсе тухрĕç вăрмантан

Акă икĕ урапа.

Шăппăн шурĕç ялалла

Парăн-парăн лашапа...

Акă сасă илтĕнет,

Чуна çурса ян ярать.

Авă сасса илтнĕ те,

Пĕр çын урампа чупать...

Шăлтăр-шалтăр ташласа

Урапасем кустарчĕç.

Вăрман ăшне кустарса

Кĕрсе кайрĕç, çухалчĕç...

 

Шăри-шари çын шавлать,

Урам тăрăх чупкалать.

— Михетере çаратнă! —

Тесе пĕри кăшкăрать.

Пурте турикасалла

Хашка-хашка чупаççĕ.

«Мĕн пулнă?» та «мĕн пулнă?» —

Пĕр-пĕринчен ыйтаççĕ.

— Михетере çаратнă,

Пĕр япала хăварман!

Çĕр çăтманă вăрăсем

Турăран та хăраман:

Михетерпе карчăкне

Иккĕшне те вĕлернĕ!

Çичĕ тарçи-тĕрçине

Эрех парса ӳсĕртнĕ.

Сетнер чупса çитнĕ-мĕн

Илтсе карчăк сассине,

Вăрă, шуйттан, пурттипе

Пуçнех çурнă унăнне!

 

Михетере вĕлернĕ,

Мулне-мĕнне хăварман,

Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем

Турăран та хăраман!

Пĕтнĕ мĕскĕн Сетнер те

Усал вăрă пурттинчен.

Кун пек усал ĕç курман

Силпи ялĕ халиччен.

Михетерĕн Нарспийĕ

Пĕр куççуль те юхтармасть:

Ашшĕн пушă килĕнче

Вырăнтан та хускалмасть.

Кăтăр-кăтăр арман чулĕ

Чĕре çинче авăрать.

Арман чулĕ айĕнче

Мĕскĕн чĕре çурăлать.

Ах, çурăлса кайрĕ те,

Нарспи кайрĕ йăванса;

Тин ăн килсе кĕчĕ те,

Йĕрсе ячĕ кăшкăрса:

 

«Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,

Мĕншĕн мана çуратрăр?

Тĕнче асапне курма

Кун çутине кăтартрăр.

Эй, Турăçăм-пӳлĕхçĕм,

Мĕншĕн мана чун патăн?

Мĕскĕн çамрăк пуçăма

Пĕр телей те ямарăн.

Эй, чунăмçăм, çамрăк пуç,

Мĕншĕн капла пултăн-ши?

Пĕтĕм тĕнче хушшинче

Эсĕ пултăн ытлашши».

Йĕре-йĕре хуйхăрса

Нарспи утрĕ хирелле.

Ялтан тухрĕ, уттарчĕ

Кантăр варĕ еннелле.

Ялти çынсем шеллесе

Пăхса юлчĕç хыçĕнчен,

Паян пулнă ĕç çинчен

Пакăлтатрĕç тĕттĕмччен.

 

Тепĕр кунне ирхине

Чăваш хире тухмарĕ.

Эрнекуна асăнса,

Нимĕн ĕç те тумарĕ.

Ĕлĕкхи пек урама

Сарă хĕрсем тухмарĕç.

Вăйă ташши ташлама

Каччисем те хăймарĕç.

Тĕрлĕ çĕрте ваттисем

Ушкăн-ушкăн тăраççĕ,

Михетерĕн кил-çуртне

Сутма канаш тăваççĕ.

Нарспи таçта кайнăран

Ячĕç ăна шырама.

Михетерпе карчăкне

Пурте утрĕç пытарма.

Аслă масар-хăямат,

Виçĕ виле шăтăкра,

Ача чипер Сетнер те

Выртать юман тупăкра.

 

Кăнтăрлапа пĕтĕм ял

Пĕççисене шарт çапать:

Нарспи виллине тупса

Нимĕн тума аптăрать.

Шыракансем таврăнчĕç

Лашисене çунтарса:

Кантăр варта (овраг) йăмраран Вар — обдерненный овраг с пологими крутыми краями, лог, дол.

«Дикое поле» — пустующая, целинная земля, подверженная набегам различных кочевых орд с юга.

 

Вилнĕ терĕç çакăнса...

Вара вилнĕ вырăннех

Хучĕç ăна пытарса.

Тăпри тавра шĕшкĕрен

Çатан лартрĕç çавăрса.

Хĕвел анчĕ, каç пулчĕ,

Чăваш çынни çывăрать.

Хĕвел тухрĕ, çутăлчĕ,

Чаваш ĕçе тытăнать.

Анчах пирĕн Нарспишĕн

Ĕмĕрлĕхе каç пулчĕ.

Ĕмĕр тĕттĕм тупăкра

Хуйхи-суйхи татăлчĕ.

 

Çапла иртрĕ пурăнăç,

Пуçĕ пĕтрĕ çамрăклах,

Ашшĕ-амăш ухмахран

Пĕтрĕ хуйхă-суйхăпах.

Курчĕ çутă тĕнчене

Пӳлĕх-Турă пӳрнипе,

Ӳсрĕ, пулчĕ сарă хĕр

Атте-анне пăхнипе.

Пӳлĕх-Туррăн кăмăлĕ

Ăслă турĕ хăй хĕрне,

Атте-анне ирĕкĕ

Çирĕ сарă хĕр пуçне.

Выртрĕ хĕсĕк тупăка,

Ячĕ юлчĕ ял çинче.

Ун хурлăхлă юррисем

Юлчĕç çынсен асĕнче.

Халь те пулин Силпире

Асăнаççĕ мĕскĕне.

Ялан, çумăр çумасан,

Шыв сапаççĕ тăприне.